«Раççей йĕлтĕр йĕрĕ–2026» мас-сăллă йĕлтĕр ăмăртăвĕ старта чĕнет!
Спорт мероприятине ирттермелли чи пĕлтерĕшлĕ самантсене округ администрацийĕнче сÿтсе яврĕç. Планпа культура, физкультурăпа спорт пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Сергей Политов паллаштарчĕ. Ларура хăрушсăрлăхпа, медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерессипе çыхăннă ыйтусене тимлĕх уйăрчĕç. Спорт мероприятине хутшăнакан волонтерсен ĕçне те сÿтсе яврĕç.
Çулсерен ăмăртăва сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансем чылаййăн хутшăнаççĕ. Çавăнпа та ку чăнах та хĕллехи спорт уявĕ. Ăна Чăваш енре 2005 çултанпа йĕркелеççĕ.
Палăртса хăварар, «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» массăллă йĕлтĕр чупăвĕ кăçалхи нарăс уйăхĕн 14-мĕ-шĕнче «Рассвет» спортшкулĕ çумĕнчи вăрманта иртĕ. Спорт уявĕ 10 сехетре пуçланĕ. Хастарсем, пурте старта!
Елена ТОЛСТОВА
Февраль 2026 |
