Чи шанчăклă хÿтĕлев - асăрханулăх

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.02.2026, 13:33 Просмотров: 13

Кил-çурта хутса ăшăтмалли тапхăрта пушарсенчен сыхланас тĕллевпе питĕ асăрхануллă пулмалла. Ку вăхăтра электричество приборĕсемпе, газ оборудованийĕпе, кăмакасемпе ытларах усă куратпăр. Анчах вĕсен юсавлăхĕ, ĕçлеттерме юрăхли тата вĕсемпе тĕрĕс усă курасси пирки хăшĕ-пĕри вуçех те шутламасть. Çавăн пекех хăрушсăрлăх правилисене пăхăнмаллине те темшĕн манаççĕ. Харпăр хăй çуртĕнче е хваттерĕнче пушар хăрушсăрлăхĕшĕн явапли вара – кил хуçи, урăх никам та мар. Çавăнпа та пурин те асăрхануллă пулмаллине асрах тытмалла.

Электричество приборĕсем

Сивĕ вăхăтра электричество сечĕ çине тиев пысăкланать, апла-тăк хăрушлăх та самаях ÿсет. Çакă электричествăпа усă курнă чух сыхлăха пушшех вăйлатма ыйтать. Акă, чи ансат правилăсене уяни те инкек-синкекрен сыхласа хăварĕ. Вĕсене кашниннех пĕлмелле тата çирĕп пăхăнмалла:

Электрооборудовани, приборсем, электросеть тата удлинительсем çинче арканнă, юсавсăр, изоляцийĕ япăхланнă вырăнсем пур-тăк, вĕсемпе усă курма юрамасть. Çавăн пекех - харпăр хăй ăсталанă обогревательсемпе, шанчăксăр ăшă «пушкисемпе» те.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Асăрхав тата профилактика

ĕç-хĕлĕн районти уйрăмĕ

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Февраль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика