Сивĕ çанталăкра пушар тухас хăрушлăх уйрăмах пысăк. Çакă, тĕпрен илсен, ку тапхăрта кил-çуртсене ăшăтма газ тата электричество приборĕсемпе ытларах усă курнипе, сивĕре мунча кăмакисене хутнă чух асăрханусăр пулнипе тата ыттипе çыхăннă.
Республикăра та çулталăк пуçламăшĕнчи лару-тăру питĕ пăшăрхантарать. Уйăх çурăра, акă, пушарсем тĕлĕшпе ÿсĕм пулни палăрать - пĕлтĕрхи ку тапхăрпа танлаштарсан 23,5 процент енне ?126 тĕслĕх%. Республикăри МЧС службин информацийĕ тăрăх, вут-çулăм инкек кÿнĕ тĕслĕхсем чылай округра унчченхинчен нумайланнă, уйрăмах - Канаш, Улатăр, Комсомольски, Çĕмĕрле, Етĕрне, Элĕк тăрăхĕсенче. Çынсем вилнин хисепĕ те 2,8 хут ÿсни курăнать: Канаш ?4%, Улатăр, Вăрнар, Красноармейски, Шăмăршă, Çĕмĕрле, Елчĕк ?пĕрер% округĕсенче тата Çĕнĕ Шупашкар ?1% хулинче. Пушарсен тĕп сăлтавĕсем - электрооборудование ĕçлеттернĕ чух сыхлăх правилисене пăхăнманни, кăмакасем хутнă май хăрушсăрлăх йĕркине уяманни тата çулăмпа асăрханусăр усă курни. Инкексен тĕп пайĕ уйрăм çурт-йĕр секторĕнче тухнине те палăртмалла.
Пирĕн округра февралĕн 11-мĕшĕ тĕлне виçĕ пушар ?пĕлтĕрхинчен пĕрре ытларах% çырăннă. Шел те, çулăмра çын пурнăçĕ татăлни те пур. Асăрхав тата профилактика ĕç-хĕлĕн районти уйрăмĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, ку синкер унчченхи ытларикун Шĕнер Ишек ялĕнче пулса иртнĕ. Кунта пĕр хуçалăхра йывăç çурт çуннă. Пушар сÿнтерекенсем çулăма чарнă хыççăн 54-ри кил хуçин виллине тупнă-мĕн. Инкек мĕнле тухни пирки специалистсем тĕрлĕ версисене пăхса тухаççĕ, хальлĕхе тĕрĕслев пырать. Сăлтавне ун пĕтĕмлетĕвĕсем уçса парĕç.
Хамăр инф.
Февраль 2026 |
