Çĕнĕ сăвăсем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.02.2026, 13:34 Просмотров: 10

Курак тăманĕ

Хĕвел пайăрки йăпшăнса çывхарать,

Мана вăтанса юратса çупăрлать.

Ан тив, халь пăрланнă шыв-шурĕ садра,

Кĕçех папкана, ак, пур йывăç ларать.

Юрлаççĕ чунтан вĕçсе килнĕ туссем:

Пур-ха вăхăт пĕрле савăнма кайăксен.

Шăпланса йăвана кĕрсе ларĕç вĕсем,

Кĕç кăтартĕç пуçне сап-сарах чĕпписем.

Ĕнер куртăм ирпе курак тăманне,

Лăскарĕ пĕчченçĕ çăка туратне.

Çанталăкĕ йĕчĕ - тумлам та

Шур юр, паян ăшă анчĕ,

Тулта лăпкă ир!

Клара ОСОКИНА

Ан кулян!

Ан шелле, пурнăç вăл çурхи шыв пек юхать,

Кашни кун çÿç пĕрчи шуралать.

Иртсе кайĕç çулсем, уншăн эс ан кулян,

Иртнĕ кунсене эс ан шелле.

Пурнăç мĕн кирлине веçех панă сана,

Йÿççине, пылакне эс астивнĕ пайтах.

Çурхи кунсем иртĕç, çулла хыççăн хĕлле -

Уншăн эс нихăçан ан хурлан.

Телей куç хĕссе илĕ сана

Тухăçран сар хĕвел килнĕ чух.

Пурнăçри кашни кун çутă пултăр ялан!

Ан кулян, ан кулян, ан кулян!!!

Илья ЛАВРЕНТЬЕВ

Артур шăллăма

Тÿпенелле эп пăхрăм,

Сан сăнна шырарăм.

Çук, курмарăм эп сана,

Хуйхă пусрĕ чунăма.

Хĕвел шевлине тинкертĕм,

Савăк куллуна шырарăм.

Тĕл пулмарăм эп сана,

Йăл кулмарăн эс мана.

Шăпчăк сассине тăнларăм,

Сассуна илтеп пуль терĕм.

Илтеймерĕм эп ăна,

Савнаймарăм сассупа.

Пÿрт алăкне уçрăм,

Шăллăм, сана чĕнтĕм.

Шăплăх çеç тĕл пулчĕ,

Манпа юлташ пулчĕ.

Вилнĕ, терĕç вăрçăра,

Пит хаяр çапăçура.

Паттăр салтак, шăллăм,

Макăрать ман чунăм.

Тепре çеç курасчĕ,

Ăш сăмах каласчĕ.

Çук, пулмарĕ курасси,

Чĕререн калаçасси.

«Йĕркеллĕ веçех пулать,

Ан кулян, ан макăр,

Çĕнтерÿпе таврăнăп», -

Каланине астăвап.

Çук, пулмарĕ йĕркеллех,

Кайрăн Çÿлти тÿпене.

Эсĕ пирĕн чĕререх,

Йăл куллу куç умĕнчех.

Турă çырчĕ-ши çапла/

Шăпу пулчĕ-ши капла/

Турă пулăштăр сана,

Канлĕх патăрччĕ чунна.

Вероника ДМИТРИЕВА, Вăрнарти 2-мĕш шкул

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Февраль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика