Чÿк уйăхĕн 28-мĕшĕнче Мускаври Кремльте Венгри патшалăхĕн премьер-министрĕпе пирĕн Президент калаçнă чух Венгри тăлмачĕ В.Путин сăмахĕсене В.Орбана 12 хутчен тĕрĕс мар куçарса панă пирки массăллă информаци хатĕрĕсем шăв-шав çĕкленине, çакна хăйне май диверси тесе хак панине пурте асăрхарĕç пулĕ.
Чăнах та, тăлмачран питĕ нумай килет иккен, вăл юри е пултарусăрлăхне пула тунă йăнăш пиншер çын тăрăшнине харама яма, тĕлпулун тĕллевне çухатма, калаçăва урăх çулпа илсе кайма пултарать. Çакă уйрăмах патшалăхсем хушшинче пыракан калаçусенче пысăк вырăн йышăнса тăрать.
Асăрханă тăрăх, тăлмач пултарулăхĕ чăвашларан вырăсла е тепĕр майлă куçарнă произведенисенче те курăнать. Тĕслĕхрен, Чăваш Республикин Гимннех илер-ха. Чăвашларан вырăсла А.Дмитриев ăна мĕнле çыпăçуллă сăмахсемпе куçарнă. Е тата К.Ивановăн «Нарспи» поэмине П. Хусанкайпа пĕрле тата вунă куçаруçă хутшăнса çырнă текст та шыв юххи пек вуланать. Çавăн пекех - А.Емельяновăн, Илпек Микулайĕн З.Романова вырăсла куçарнă кĕнекисем те.
Анчах та вырăсларан чăвашла куçарнă кĕнекесене вуланă май пăшăрхантаракан самантсем те тĕл пулаççĕ. Нумаях пулмасть Хусан писателĕ Н.Сорокинăн «Вечная Волга» ятлă Совет саманине хурлакан, çĕршывăн ун чухнехи ертÿçисемпе паллă çыннисем пирки питлев сăмахĕсемпе çырнă виçĕ кĕнекерен тăракан трилоги алла лекрĕ.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Геннадий ИВАНОВ
Пăртас
Февраль 2026 |
