Çитменлĕхсем тупнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.02.2026, 13:37 Просмотров: 7

Туянакансене сĕнекен апат-çимĕç продукцийĕн пахалăхĕ яваплă службăсем енчен пĕрмаях тимлĕхре. Нумаях пулмасть, акă, Вăрнарти пасарта та Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи Управленийĕн сотрудникĕсем пулнă, выльăх-чĕрлĕх продукцине сутакан вырăнсене тĕрĕсленĕ.

Мĕнле тĕп требованисене тишкернĕ-ха специалистсем/ Чи малтанах - электронлă ветеринари докуменчĕсем тата маркировка пуррине, продукцин управ условийĕсене ?температурăна, упрамалли вăхăта% пăхăннине, продукци ăçтан пулнине пĕлме май пуррине, тĕркемĕсен пахалăхне тата ыттине. Тĕрĕслев ирттернĕ чух «Инспектор» мобильлĕ приложенипе усă курнă, даннăйсене федераллă «ВетИС» системăна янă.

Каламалла, тĕрĕслев сакăр хуçалăх субъекчĕн суту-илÿ çитменлĕхĕсем пулнине кăтартнă. Хăшĕсен ветдокументсем пулман, теприсем выльăх-чĕрлĕх продукцине упрамалли правилăсене туллин уяман тата ытти те. Рейд кăтартăвĕсем тăрăх йĕркене пăхăнманнисем тĕлĕшпе протоколсем çырнă.

Пасарсенче сутакан продукцин пахалăхĕ те çынсен сывлăхне тÿреммĕн витĕм кÿрет. Çавна май Россельхознадзор управленийĕн специалисчĕсем тĕрĕслевсене малалла та тăтăш ирттерме палăртаççĕ.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Февраль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика