Вăхăтра тĕрĕслен!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.02.2026, 13:38 Просмотров: 85

Медицина технологийĕсем хăвăрттăн аталанса пынă май чир-чĕре тупса палăртма ансатрах. Ытларах чухне ракран сипленме пулать.

2025 çулта Чăваш енре усал шыçăсем 5407 тĕслĕх çырăннă. Пĕрремĕш вырăнта - ÿт-тир ракĕ, ÿпке, сĕт парĕсен тата апат-çимĕç органĕсен шыççисем. 60 процентне малтанхи тапхăрта тупса палăртнă. Кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне диспансер учетĕнче онкологипе чирлĕ 35 пин çын тăни паллă. «Рак» - приговор мар. Пациентсенчен 68 проценчĕ диагноз лартнă хыççăн 5-мĕш çул е тата ытларах пурăнать.

Чире вăхăтра тупса палăртнин пĕлтерĕшĕ пысăк. Профилактика тĕрĕслевĕсем, диспансеризаци витĕр тухни, харпăр хăй сывлăхне кулленех тимлĕх уйăрни пурнăçа çăлма, кун-çула вăрăмлатма пулăшать.

Сергей АЛЕКСЕЕВ, Сывлăх сыхлавĕн

министерствин штатра тăман специалисчĕ

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика