16-мĕш ĕмĕр варринче, 1550 çулсенче, Качей ятлă ĕмпÿ хăйĕн йăхĕпе Сăр шывĕ Атăлпа пĕрлешнĕ тĕлтен сĕм вăрмана, Пăштанар çырми вĕçне, килсе чарăннă. Тавралăхра вăрман шыв юххи пек кашланă, темиçе юплĕ çырмасенчи çăлкуçсенчен кĕмĕл пек таса шыв шăнкăртатнă.
Ĕмпÿ хушнипе çырма пуçĕсенче çÿллĕ хÿмеллĕ кил-çурт çавăрма тытăннă. Янсаринăн çĕнĕ ялĕ ÿссе ларнă. Ялăн кăнтăр енче Сунар çырми вырнаçнă. Унта тискер кайăк ирĕклĕн çÿренĕ, шывра темĕн тĕрлĕ пулă явăннă. Ращара юман, чăрăш, ăвăс, çăка, çирĕк, хурама вĕçĕ-хĕррисĕр ÿснĕ. Вăрман хăртса çĕр хатĕрленĕ, тырпул, пахчаçимĕç акнă, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнĕ. Йăхпа пурăннă вăхăтра 10-12 лаша, 7-8 ĕне, 50-60 сурăх тытнă. Вăрманта мăйăр, панулми, çырла, кăмпа татнă. Хĕрарăмсем сÿс, çăм арланă: пир, тăла тĕртнĕ. Арçынсем сунара çÿренĕ, тискер чĕрчун тытса пуйнă.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
ЯНСАРИН
Февраль 2026 |
