Суяççĕ, хăратаççĕ...

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.02.2026, 13:38 Просмотров: 9

Паян мушенниксем - çынсен укçи-тенкишĕн чи пысăк хăрушлăх. Вĕсен ултавлă ĕçĕсенчен ытла та нумай çын шар курать. Шел те - пирĕн округра та. Шулĕксен витĕмне лекнисенчен чылайăшĕ вара - преступниксен «ĕç» схемисем çинчен пĕлекенсемех. Анчах темшĕн-çке хăйсемпе çакăн пек нихăçан та пулма та пултараймасть тесе шутлаççĕ...

Полицин «Вурнарский» пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, акă, çак кунсенче каллех пирĕн округри икĕ хĕрарăм мушенниксене пула пысăк укçа çухатнă. Иккĕшĕ те - хальхи вăхăтри «популярлă» ултав майĕпе. Пĕрремĕшĕ патне сотовăй компани ятĕнчен шăнкăравланă. Анчах, паллă ĕнтĕ, нимле сотрудник та мар - преступник. Хĕрарăмран вăл çыхăну тивĕçтерĕвĕсен договорне тăсмалла тесе СМС-кода ыйтнă. Цифрăсене пĕлтерсен вара Госуслугинчи унăн страницине кĕнĕ, хĕрарăм ячĕпе 100 ытла пин тенкĕлĕх кредитсем илнĕ.

Тепĕр тĕслĕхре те пенсионеркăна стационарлă телефон договорне тăсмалла тесе ĕнентерме пултарнă ултавçăсем. Унсăр пуçне - харпăр хăй укçине «декларацилемеллине» те. Çапла майпа шулĕксем унăнне 500 пин тенкĕ ытла çаратнă. Хĕрарăм шулĕксене ĕненсе укçана хăйсен ялне килнĕ курьера алăран панă ?курьер пирки - аяларахри статьяра%.

Полици сотрудникĕсем çине-çинех асăрхаттараççĕ: мушенниксен граждансен телефон номерĕсем, уйрăм даннăйĕсем пур. Вĕсем мĕнпур çынсем патне кунĕн-çĕрĕн шăнкăравласа тăраççĕ. Округра пурăнакансен телефонĕсем çине те пĕрмаях ют номерсенчен шăнкăравсем килеççĕ. Çавăнпа та тимлĕхе нихăçан та çухатма юрамасть.

Шăнкăравсем пĕлмен номерсенчен килеççĕ-тĕк, вĕсене хуравламасан шанчăклăрах. Çавăн пекех СМС-пĕлтерÿпе янă кодсене, кирек мĕнле службăран тесен те, никама та калама юрамасть.

Çакна астуса юлăр: сим-карттăсен ĕç срокĕ çук. Сотовăй компанисен сотрудникĕсем çак сăлтавпа нихăçан та шăнкăравламаççĕ. Сим-карттăна хăвăр ыйтсан кăна - сăмахран, çĕмĕрĕлсен - улăштарса парĕç.

Шăнкăравлакансем хушнине тума, вĕсем ярса панă ссылкăсемпе куçма ан васкăр. Калаçма чарăнăр, иккĕленетĕр-тĕк, ан ÿркенĕр - сотовăй оператор салонне кайса килĕр е хăвăр шăнкăравласа ыйтăр.

Сыхă пулăр! Хăвăр укçа-тенке, пурлăха тимлĕ упрăр!

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Февраль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика