Республикăри Шалти ĕçсен министерстви пĕлтерет:
Вăрнар тăрăхĕнче мушенниксен пулăшуçине - ултав ĕçĕсене хутшăнакан курьера - тытса чарнă. Унăн «ĕçĕ» шулĕксем улталанă çынсенчен укçа-тенке «пуçтарса» çÿресси пулнă иккен. Оперативниксем вара унăн çулне шăпах пирĕн округра - Туçи Çармăс çыннинчен укçа килсе илнĕ чух - пÿлнĕ.
Иртнĕ ытларикун ШĔМ-ĕн Уголовлă шырав управленине Алтай крайĕнчи ĕçтешĕсенчен пĕлтерÿ çитнĕ: Чăваш ене телефон мушенникĕсен курьерĕ çул тытнă - Белгород облаçĕнчи 24-ри çамрăк. Республикăри оперативниксем вара ăна аэропортрах, самолет трапĕпе ансанах, вăрттăн кĕтсе илнĕ, унăн пĕтĕм çулне йĕрлесе пынă. Хайхи çамрăк Чăваш ене çитсен тÿрех такси тытнă-мĕн, Вăрнар округĕ еннелле килме тухнă. Кунта 83-ри кинемирен пакет илсе каймалла пулнă курьерăн. Каялла çула тухсан çулса илнĕ те ăна оперативниксем.
Преступник йĕрке хуралçисене ăнлантарнă тăрăх, ватă çынăнне вăл 516 пин тенке мушенниксем хушнипе килсе илнĕ, укçана хăйĕн кураторĕсене куçарса пама хатĕрленнĕ. Полици сотрудникĕсем халĕ çамрăк тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă.
Паллă: Белгород çамрăкĕ шулĕксен саккунсăр хушăвĕсене пĕрремĕш хут мар пурнăçлать. Ку «ĕçе» вăл мессенджер урлă тупнă-мĕн. Декабрь вĕçĕнчен пуçласа Алтай крайĕнче, Брянск, Омск, Белгород тата Рязань облаçĕсенче çакнашкал преступленисене хутшăнма ĕлкĕрнĕ.
Полици ĕçченĕсем пĕлтернĕ тăрăх, 83-ри ватă вара январь вĕçĕнченех мушенниксемпе калаçнине ăнланман та иккен. Лешсем ăна хăйсем йĕрке хуралĕн, сотовăй çыхăну сотрудникĕсем тесе суйнă. Укçине вăл «декларацилемелле» тесе ĕненнипе тухса панă...
Шулĕксем питĕ чее пулма пĕлеççĕ. Çакнашкал инкеклĕ лару-тăрăва çакланассинчен сыхланăр. Палламан-пĕлмен çынсемпе телефонпа вуçех те калаçма кирлĕ мар. Укçа-тенкĕ, банк карттисемпе операцийĕсем пирки сăмах хускатрĕç-тĕк, вĕсем - мушенниксем!
Ирина ЯКОВЛЕВА
Февраль 2026 |
