Чăваш енре аварийлĕ çурт-йĕртен куçарас масштаблă программăна ăнăçлă пурнăçлаççĕ. Проект граждансене пахалăхлă тата хăрушсăр пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсемпе тивĕçтермелли «Пурнăç инфратытăмĕ» наци проекчĕн пĕр пайĕ шутланать. Кăçал Çĕрпÿ, Канаш тата Çĕмĕрле округĕсенче пурăнакансем çĕнĕ хваттерсен уççисене пĕрремĕшсен йышĕнче илĕç.
2024 çулта Чăваш ен 2017 çулччен аварийлĕ тесе йышăннă çуртсенчен куçармалли федераллă программăна ăнăçлă пурнăçланă. 2019-2024 çулсенче 47 аварийлĕ çуртра пурăнакан ?пĕтĕмпе 15 пин тăваткал метр% пин ытла çынна вăхăтчен маларах çĕнĕ çурт-йĕрпе тивĕçтернĕ.
Кăçал программăн тепĕр тапхăрне пурнăçлассипе активлă тăрăшаççĕ. Вăл 2017 çул хыççăн пурăнма юрăхсăр тесе официаллă майпа çирĕплетнĕ çуртсенче пурăнакансене пырса тивет. Ĕçсем Территорисене аталантарассипе тимлекен Фонд пулăшнипе пурнăçланаççĕ. 2026-2027 çулсем валли уйăрнă укçа-тенкĕ калăпăшĕ 368 млн тенкĕ ытла. Вĕсенчен пысăк пайĕ - федераллă бюджетран. 2026 çул вĕçлениччен Çĕнĕ Шупашкарти, Вăрнар, Çĕмĕрле, Çĕрпÿ тата Канаш округĕсенчи 20 кивĕ çуртра пурăнакан граждансене куçарма палăртнă. Çапла майпа 256 çын çĕнĕ хваттерсен уççине илме пултарĕç. Çав шутра Вăрнар поселокĕнчи Ашмаров урамĕнчи 6-мĕш тата Путевая урамри 23-мĕш çуртра пурăнакансем те.
«Программа планланă тăрăх, пăтăрмахсăр пурнăçланать. Çынсен хăрушсăрлăхне тивĕçтермен, йăтăнса анма пултаракан çуртсем уйрăм тимлĕхре. Пĕтĕм муниципалитет хваттерсем туянма контрактсем çырнă»,- палăртаççĕ Чăваш ен Строительство министерствинчен.
Республика 2 çулхи программăпа кăна çырлахмасть. Ĕçсен масштабне анлăлатма хатĕр. 2026-мĕш тата ун хыççăнхи çулсем валли бюджетра хушма 264 млн тенкĕ уйăрма палăртаççĕ. Çапла майпа Улатăр, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Етĕрне округĕсенчи 14 кивелнĕ çуртра пурăнакан 174 çын çĕнĕ хваттерлĕ пулĕç.
Февраль 2026 |
