Хаçатăн 2019 çулхи 79-82-мĕш, 2022 çулхи 29-37-мĕш, 2024 çулхи 61-мĕш, пĕлтĕрхи 57-мĕш номерĕсенче Пăртасăн паллă çыннисем, иртнĕ ĕмĕрте
колхозпа ял Советне ăнăçлă ертсе пырса хăйсем хыççăн ырă ят хăварнă пуçлăхсем, паллă юристсем, хисеплĕ педагогсем, Çурçĕрти Пăрлă океанта ишекен маттурсем, сывлăшра хăюллăн вĕçекенсем, паттăрлăхпа палăрнă çар çыннисем, пысăк çитĕнÿсем тунă спорт мастерĕсем, талантлă çыравçăсемпе уçă саслă юрăçсем тата пуçаруллă та пултаруллă хальхи çамрăксем пирки, вĕсем ялăн хисепне ÿстерни, вĕсемпе кашнинпе мăнаçланни çинчен çырнăччĕ. Вăрнар район энциклопедийĕ те Пăртасăн 36 çынни çинчен ырăпа асăнать. Çак список хальхи çамрăксемпе хушăнса пыни те кăмăла çĕклет.
Чăваш наци библиотекинче иртнĕ пĕр мероприятире пулма тÿр килчĕ. 4-мĕш хута хăпартăм та актовăй зал умĕнчи фойере пысăк, урайĕнчен пуçласа маччана çити - 2,5 метр çÿллĕшпе 6,5 метр урлăшĕ таран - куçа илĕртекен «Чăваш туйĕ» ятлă, тĕрлĕ тĕслĕ сăрăпа çырнă картина куçа курăнса кайрĕ. Çак илемпе киленнĕ май, хама та унта пулнă пек туйăнма пуçларĕ. Чăваш халăхĕн йăли-йĕркине, тумтирĕсемпе шÿлкемисене, хушпăвĕсемпе тухйисене, тенкисене, туй курма пынă, карта тăрринче ларакан ачасене кăтартни ĕлĕкхи туйсем чăнах та çавăн евĕр иртнине куç умне кăларчĕ. Ирĕксĕрех «Çĕнтерÿ çулĕн» 2023 çулхи 90-мĕш номерĕнчи «Туй курма - Мускава» статья аса килчĕ. Унта чăваш туйне шăп ку картина çинчи евĕр уявлани çинчен çырнăччĕ.
Мускаври Третьяков галерейинчи А.Ивановăн «Явление Христа народу» е В.Суриковăн «Боярыня Морозова» картинисем патĕнчен чарăнмасăр ниепле те иртме çук. Çавăн пекех «Чăваш туйĕ» картина та асăннă шедеврсем евĕр хăй патĕнчен яманнине туйрăм.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Геннадий ИВАНОВ
Пăртас
Февраль 2026 |
