Чăваш ен ĕçлев министрĕ Алена Елизарова пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш енре паян инвалидсен шучĕ - 79 пине яхăн çын. Çак йыш ерипен пысăкланса пыни палăрать. «Доступная среда» программа вара шăпах вĕсене пулăшассине йĕркелет.
2026 çул валли программа мероприятийĕсене пурнăçлама республика бюджетĕнче 26 миллион тенкĕ пăхса хăварнă. Çак укçана тÿрре кăлармалли ĕçсем анлă: реабилитаци учрежденийĕсене оборудованипе тивĕçтересси, инвалидсене реабилитацилес енĕпе тăрăшакан специалистсене вĕрентесси - телекурав кăларăмĕсене субтитрласси таранах. Кăçал социаллă центрсенче 15 реабилитаци уйрăмĕ уçмалла. Пулăшупа тивĕçтернĕ инвалидсен çулленхи шутне 8,5 пине çитермелле.
Алена Геннадьевна республика федераци шайĕнчи пилот проектне кĕрсе инвалид ачаллă çемьесене электрон сертификатсем пама тытăннине палăртнă. Унпа реабилитаци тĕллевĕпе усă кураççĕ. Сертификатăн укçан виçекен хакĕ 115 пин тенкĕпе танлашать - çемьесем унпа реабилитаци учрежденийĕсен пулăшу ĕçĕсемпе тÿлевсĕр усă кураççĕ. Сертификата 580 инвалид ачана панă.
Февраль 2026 |
