Вăрнар ачисем - сумлă форумра

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.02.2026, 13:42 Просмотров: 9

Ырă хыпар! Вăрнарти «Ручеек» ача сачĕн воспитанникĕсем Елизавета Никитинапа Иван Филиппов воспитательпе Светлана Ивановна Ивановапа пĕрле Пĕтĕм тĕнчери «Раççей - сăваплă çĕршыв» музыкăпа кăмăл-сипет тата тĕн форумне хутшăннă.

Форума Александр Невский çуралнăранпа 805 çул çитнине тата Раççейри халăх пĕрлĕхĕн, Чăваш енри халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалланă.

«Курносики» ушкăна çÿрекен ачасем унта çитме «Герои духа. Новомученики и исповедники земли чувашской» стенд ĕçĕсен конкурсне хутшăнса тивĕçнĕ.

Çĕнтерÿçĕсене шăпах форумăн гала-концертĕнче чысланă. Елизаветăпа Иванăн ĕçĕсене жюри пысăк хак панă, вĕсем 1-мĕш степеньлĕ Дипломсене тивĕçнĕ. Маттурсем!

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Февраль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика