Вăрăм ĕмĕрлисем хисепре. Вĕсем ырă ята хăйсен пархатарлă кун-çулĕпе çĕнсе илнĕ. Нумаях пулмасть Ершепуçĕнчи ĕç ветеранĕ Серафима Зиновьевна Самарина 90 çулхи юбилейне паллă тунă.
Ĕçченлĕхпе, юратупа, ăслăлăхпа, ырă кăмăллăхпа тулнă унăн ĕмĕрĕ. Çавăнпа та ăна Турă вăрăм кун-çул пилленĕ пулĕ.
Серафима Самаринан ачалăхĕ хаяр вăрçă çулĕсене лекнĕ. Йывăрлăхсем унăн кăмăлне пиçĕхтернĕ, çирĕплĕхпе чăтăмлăха вĕрентнĕ. Нумай çул совхоз-техникумра ĕçленĕ. Мăшăрĕпе Василий Николаевичпа ултă хĕре кун-çул парнеленĕ. Ачисене тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине тăма пулăшнă. Паян Серафима Зиновьевна хĕрĕсен, йышлă мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсен тимлĕхĕпе юратăвне туйсах тăрать. Çамрăк ăру кукамăшĕпе, мăн кукамăшĕпе тивĕçлипе мăнаçланать. Округ пуçлăхĕ Надежда Никандрова юбиляра пĕтĕм чунтан таса та çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал, инçет çул евĕр вăрăм ĕмĕр суннă.
Елена ГРИГОРЬЕВА
Февраль 2026 |
