Иртнĕ эрнере республикăра Халăхсен туслăхĕн çулталăкне ?Чăваш енре% тата Халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкне ?Раççейре% торжествăлла лару-тăрура уçнă. Церемони çак тематикăпа çыхăннă чылай мероприятие старт панă. Вĕсенчен пĕри Вăрнарти аслă ăрури çынсен «Кĕмĕл вăхăт» хутшăну центрĕнче иртрĕ. Кунта тивĕçлĕ канури хастар та пултаруллă активистсем йĕркеленипе «Раççей вăйĕ - халăхсен туслăхĕпе пĕрлĕхĕнче» çавра сĕтеле тĕрлĕ наци çыннисем пухăнчĕç.
Палăртма кăмăллă, пуçтарăннисенчен чылайăшĕ тĕлпулăва эрешлĕ наци тумтирĕпе килнĕ. «Кĕмĕл вăхăт» центрăн активисчĕ Нэлли Стеклова палăртнă тăрăх, хăшпĕрисен тумĕ хаклă хакпа туяннисем мар, асанне арчинчен кăларнисем пулчĕç.
Йăлана кĕнĕ тăрăх, мероприяти ятарлă çар операцийĕнче пуç хунă паттăр салтаксене асăнса пĕр минут шăп тăнинчен пуçланчĕ.
Вăрнар округĕн администрацийĕн культура пайĕн пуçлăхĕ Сергей Ермошкин пирĕн тăрăхра чăвашсем, тутарсем, вырăссем тата ытти наци çыннисем пĕрле туслă, килĕштерсе пурăннине каларĕ. Ют çĕршывсенчен куçса килнисем те пур, пурĕ 18 çын. Вĕсенчен иккĕшĕ - Анас Сулейманпа Руслан Халеков - Вăрнар район больницинче врач-хирургра тимлеççĕ. Вĕсем хирурги уйрăмĕнче сипленекен пациентсем хушшинче ырă ятра. Вăрнар тăрăхĕ ют çĕршывпа пĕрлехи ĕç-хĕл пирки килĕшĕве ал пусса çирĕплетнĕ республикăри иккĕмĕш округ пулнине, Беларуç Республикинчи Бешенковичи районĕпе туслă çыхăну çирĕпленсех пынине те палăртрĕ Сергей Александрович.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Оксана СЕМЕНОВА
Февраль 2026 |
