Нумаях пулмасть пирĕн хисеплĕ ветеран - хаçат редакцийĕнче 50 çул ытла тĕп бухгалтерта тимленĕ Алисса Петровна Беляева хăйĕн сумлă юбилейне, 75 çул çитнине, паллă турĕ.
Ăна çак çулта тесе никам та калаймĕ. Вăл сăн-пичĕпе те, кĕлеткипе те çамрăк курăнать, ăс-тăнĕ питех çивĕч.
Алисса Петровна Кивçурт Мăратра йышлă çемьере çитĕннĕ. Вунпĕр ачаран чи асли. Шкул вăхăтĕнче тăрăшса вĕреннĕ, хыççăн шут ĕçне алла илнĕ.
Улатăрти ял хуçалăх техникумне пĕтерсенех вăл Вăрнар типографине ĕçе кĕнĕ. Кунти бухгалтери ĕç-хĕлне 48 çул туса пынă. Пичет учрежденине район хаçачĕпе пĕрлештерсен ĕçе унта малалла тăснă. Бухгалтер, аслă бухгалтер, тĕп бухгалтер пулнă.
Алисса Петровна пĕрле ĕçленĕ çулсенче çивĕч те анлă тавракурăмлă ĕç-хĕлĕпе чăнахах тĕлĕнтеретчĕ. Яланах пурнăçпа тан аталанса пыма тăрăшатчĕ вăл. Информаци технологийĕсем пысăк хăвăртлăхпа пурнăçа пырса кĕчĕç, анчах та Алисса Петровнана çакă хăратмарĕ. Компьютера çамрăксемпе тан алла илчĕ вăл. Бухгалтери ĕçне хут çаврăнăшĕнчен электронли çине çăмăллăнах куçарчĕ. Тĕрлĕ программăсене те хăвăрт алла илчĕ. Пурнăç уттинчен юлас мар тесе законодательство докуменчĕсене тăтăш шĕкĕлтетчĕ, нормативлă база улшăнăвĕсене шута илсех тăратчĕ.
Бухгалтер ĕçĕ вĕçĕмсĕр цифрăсемпе, отчетсемпе, налуксемпе çыхăннă. Алисса Петровнана ку енĕпе чăннипех те ăста темелле. Ахальтен мар ĕнтĕ ытти район хаçачĕсен бухгалтерĕсем ун патне сĕнÿ-канаш илме час-часах шăнкăравлатчĕç, редакцие те килетчĕç.
Ун ĕçне чылай сумлă наградăпа чысланă: Чăваш АССР Госкомиздатăн тата культура ĕçченĕсен профсоюз комитечĕн Хисеп грамотипе виçĕ хутчен, Раççей Федерацийĕн Культура тата массăллă коммуникацисен министерствин тата Раççей культура ĕçченĕсен профсоюзĕн Хисеп грамотипе наградăланă. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ экономисчĕ.
Тивĕçлĕ канура та ахаль лармасть вăл. Пушă вăхăта ирттерме ун чун апачĕ пур. Алисса Петровна йĕппе, крючокпа çыхма ăста. Пĕр çулхине вăл редакцири хĕрсене пурне те çав тери хитре салфеткăсем парнелерĕ. Мĕн чухлĕ алсиш-нуски, шапка-кофтăсем, ытти япаласем çыхман пулĕ тата/
Ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене пулăшма та мехел çитерет вăл. Нускисем те çыхса панă, аялти йĕмсем çĕлеме пусмасемпе те тивĕçтернĕ. «Хам енчен те маттур ентешсене кăштах та пулин хавхалантару пултăр. Вĕсем кил ăшшине туйччăр»,- тенĕччĕ вăл пĕр калаçура.
Çуллахи вăхăтра Алисса Петровна пахчара тĕрмешме юратать. Ачисемпе мăнукĕсен сĕтелĕ çинче таса, пахалăхлă çимĕç пултăр тесе тăрăшать. Тата мĕн чухлĕ чечек ÿстерет!
Пурнăçпа интересленсех тăрать вăл. Хаçат вулать, социаллă сетьсенче хăйĕн страницисене актуаллă аталантарать.
Эпир хамăрăн юратнă пичет ветеранĕпе чăннипех те мухтанатпăр! Вăл пирĕншĕн чăн-чăн тĕслĕх вырăнĕнче. Вăй-хал нихăçан та ан иксĕлтĕр сирĕн, Алисса Петровна!
Светлана ЧИКМЯКОВА
Февраль 2026 |
