Вăрнар округĕнчи территори пайĕсенче отчетлă пухусем иртеççĕ. Влаç тытăмĕнчисем халăхпа тĕл пулса кирлĕ ыйтусене сÿтсе яваççĕ.
Калинино территори пайĕн пуçлăхĕ Людмила Иванова Кÿлхĕрри халăхĕ умĕнче 2025 çулхи ĕçсем пирки отчет тунă, çавăн пекех вăл кăçалхи плансем çинче тĕплĕн чарăнса тăнă.
Иртнĕ çул ку тăрăхра виçĕ пуçаруллă проекта ĕçе кĕртнĕ: Шăхаль ялĕнчи пĕвене тасатнă, клуба çĕнетнĕ, Калининăри масар картине юсанă.
Округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Алексей Фирсов иртнĕ çулхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсем, кăçалхи тĕллевсем çинчен каласа панă.
Çавăн пекех пухăва Раççей ял хуçалăх банкĕн вырăнти представителĕ Ольга Герасимова, вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ Ирина Казенова тата полици сотрудникĕ Алексей Константинов хутшăннă.
Отчетлă пухăва килнисем хăйсене кăсăклантаракан ыйтусене çĕклеме пултарнă.Тĕлпулу тухăçлă иртнĕ.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Елена ТОЛСТОВА
Февраль 2026 |
