Çĕнĕ лидер - Анастасия Кириллова

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.02.2026, 13:45 Просмотров: 9

Округри Хĕрарăмсен канашĕн президиумĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Надежда Васильева ертÿçĕ чи малтанах иртнĕ çулхи ĕç-хĕл пирки отчет тунă, хастарсене тав тунă. Мероприятире çĕнĕ ертÿçе суйланă.

Яваплă тивĕçе Вăрнарти тĕп библиотекăн пуçлăхĕн заместительне Анастасия Кирилловăна шаннă. Вăл организаци умĕнче тăракан тĕп задачăсене сÿтсе явнă, округра хĕрарăмсен юхăмне аталантарассипе, социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсене пурнăçа кĕртессипе тăрăшса ĕçлеме тĕллев лартнине çирĕплетнĕ.

Асилтеретпĕр, Анастасия Михайловна хастар çамрăк. Вăл «Единая Россия» партин хĕрарăмсен юхăмĕн координаторĕ те. Çĕнĕ лидера ĕçтешĕсем саламланă май ÿсĕм-çитĕнÿ тума çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал суннă.

Елена

ТОЛСТОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Февраль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика