Вăрнар округĕнче те Раççейри халăх пĕрлĕхĕн, Чăваш енри халăхсен туслăхĕн çулталăкĕ старт илчĕ Уяв концерчĕ чылай самантпа асра
юлчĕ. Фойеренех хăнасене тĕрлĕ халăх тумĕсем тăхăннă хĕрсемпе каччăсем кĕтсе илчĕç. Кунтах нацисен туслăхĕн çирĕплĕхне кăтартакан вăйăсем, интерактивсем иртрĕç.
Залра та халăхсен туслăхĕн сĕмĕ аван палăрчĕ. Ялсенчи культура çурчĕсен ĕçченĕсем, ял хастарĕсем илем кÿчĕç: вĕсем уява чăваш, вырăс халăх тумĕсемпе килсе çитнĕ.
- Вăрнар тăрăхĕнче тĕрлĕ этнос ушкăнĕсем пурăнаççĕ. Ытларах тутарсем тата вырăссем. Чăваш халăхĕ яланах тараватлăхпа, ырăлăхпа палăрнă. Шăпах çак пахалăхсем регионта туслăхпа килĕшĕве сыхласа хăварма май параççĕ, - терĕ округ пуçлăхĕ Надежда Никандрова.
Надежда Валериановна кăçалхи çул пĕрлĕхе ÿстерекен мероприятисемпе тулăх пулассине каларĕ, вĕсене кашнине активлă хутшăнма ыйтрĕ.
Вăрнарти ÿнер шкулĕн, «Рассвет» спорт шкулĕн, ача-пăча аталану центрĕн, Зинаида Ижелееван «Пантера» ташă студийĕн воспитанникĕсем, «Кантилена», «Тивлет», «Салам», «7 НОТ» ушкăнсем, ветерансен хорĕ, Василина Ильинапа Анна Дмитриева солисткăсем парнеленĕ номерсем те туслăхпа, Тăван çĕршыва юратнипе çыхăнчĕç.
Светлана ЧИКМЯКОВА
Февраль 2026 |
