Раççей Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева Чăваш ен вице-премьерĕпе Владимир Степановпа республикăри вăрçă ветеранĕсен клиника госпитальне çитнĕ, учрежденире сипленекен Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисемпе тĕл пулнă, вĕсен сывлăхĕпе кăсăкланнă.
Салтаксем пурнăçра кăткăс тĕрĕслев витĕр тухнă пулин те пуçа усмаççĕ, çирĕплĕхпе, тÿсĕмлĕхпе палăраççĕ, тĕнчере мир хуçалантăр тесе тăшманпа çапă-çаççĕ.
- Эпир - салтаксем. Пирĕн Тăван çĕршыва хÿтĕлемеллех, - тенĕ вĕсем.
Çар çыннисем «Единая Россия» парти СВО участникĕсемшĕн, вĕсен çемйисемшĕн тăрăшнине палăртнă. Чăн та, пулăшу мерисем тĕрлĕ енлĕ. Çар çыннисем хăйсене кăсăклантаракан ыйтусене те çĕкленĕ. Депутат вĕсене пурне те тимлĕхе илнĕ, пулăшма шантарнă.
Февраль 2026 |
