Олег Николаев: Çитĕнÿ ĕçе юратнинчен килет

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.02.2026, 13:48 Просмотров: 10

Чăваш ен тулашри лару-тăрăва пăхмасăр иртнĕ çул палăртнă тĕллевсен пысăк пайне тата пĕлтерĕшлĕ кăтартусене пурнăçланă. Тупăшсен пайĕ 12 процент ÿснĕ, расхутсем 130 млрд тенкĕпе танлашнă. Регионăн харпăр хăй тупăшĕ ÿсни ырă динамика çине витĕм кÿнĕ. Çак кăтартусем республикăри социаллă объектсене модернизацилеме тата çĕннисене çĕклеме май панă. Чăваш ен çулсене юсас хăвăртлăха ÿстернĕ, кăçалтан ялсенчи çул-йĕр сечĕсене çĕнетессине те ытларах тимлĕх уйăрăç. Ял хуçалăхĕнчи, вĕрентÿри, культурăри, спортри кăтартусем аван, ку отрасльсен инфраструктурине лайăхлатассине тĕпе хывнă. Хăшпĕр направленипе вара ĕçлемелли пур-ха... - Чăваш ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн пресс-конференцийĕ иртнĕ çулхи тĕп самантсемпе паллаштарнинчен пуçланчĕ.

Пресс-конференци хальхинче те федераллă, республика тата муниципаллă массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсене пĕрлештерчĕ. Яланхиллех кирлĕ те çивĕч ыйтусене хускатрĕ.

Пĕрремĕш ыйтусен шутĕнче çанталăк тăрăмĕ пулни ăнсăртран мар, паллах. Кăçал юр çынсен çирĕплĕхне тĕрĕслет тейĕн. Çулсене, картишсене кĕрт куписемпе хупласа хучĕ. Вăл таврана шуратса илемлетнисĕр пуçне йывăрлăхсем те кăларса тăратрĕ. Олег Николаев коммуналлă тата çул-йĕр службисем, тĕпрен илсен, тĕрĕслеве ăнăçлă чăтса ирттернине, автомобильсен юхăмĕ чарăнса ларманнине каларĕ, мĕнпур чăрмава Патшалăх автоинспекцийĕпе пĕрле çийĕнчех татса панине палăртрĕ.

Анчах та нумай хваттерлĕ çуртсен умĕсене, тротуарсене вăхăтра тасатманшăн кăмăлсăррисем те пулчĕç. Çак çитменлĕхе пĕтерес тесе Олег Николаев управляющи компанийĕсене коммуналлă техникăпа тивĕçтерес тĕлĕшпе программа ĕçлесе каймаллине палăртрĕ.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Февраль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика