Маттур çамрăксем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.02.2026, 10:01 Просмотров: 11

Час-часах хальхи çамрăксем пире хывман, наян тенине илт-ме пулать. Чăвашсем каланă пек, улми улмуççинчен аякка ÿкмест.

Акă, Татьяна Петровнапа Николай Павлович Исаевсен икĕ ывăл. Асли университетра, кĕçĕнни ялти шкулта вĕренеççĕ. Мĕн пĕчĕкрен ашшĕпе амăшĕ вĕсене ĕçе хăнăхтарнă: çуллахи вăхăтра утă çулса кĕртме, пахчаçимĕç ÿстерме пулăшаççĕ, черет çитсен касу пăхма çÿреççĕ. Вăрмана кăмпана, Атăл хĕрне пулла час-часах çăмăл машинăпа кайса килеççĕ. Кил хушшинче ашшĕпе ывăлĕсем ăсталанă сĕтел-пукан, саксем, эрешлĕ карта, тавраллах илемлĕ чечексем. Ашшĕпе амăшĕ ĕçрен таврăниччен тутлă шÿрпе пăсланса ларать. Арçын ачасем пулсан та, кукăль пĕçерме те ăста. Шăматкун çитсен мунча хутса хатĕрлеççĕ, урамра мотоциклпа чупма вăхăт çук хастарсен. Килкартинче, пÿртре, анкартинче - ниçта та пĕр çÿп-çап та йăванса выртмасть, пурте хăй вырăнĕнче. Исаевсен çемйи выльăх-чĕрлĕх тытать пулсан та, навус шăрши-марши çук.

Илер-ха тата Людмила Константиновна Оськинан мăнукĕсене. Кăçал тăватă мăнукĕ ашшĕпе пĕрле пысăк гараж туса лартрĕç. Хăйсемех тĕрмешрĕç. Кĕçĕн мăнукĕ апат пĕçерекенĕ пулчĕ, вăл 14-ра кăна. Унăн кăнтăрла валли апат хатĕр. «Бабушка, ты отдыхай, я сам», - тет Людмила Константиновнана пулăшма пырсан. Пĕçерсе пĕтерсен урама тухса ашшĕпе пиччĕшĕсене сĕтел хушшине чĕнет.

Еплерех маттур Вăрманкас ял ĕçченĕсен ывăлĕсемпе мăнукĕсем. Пире вырăс чĕлхине вĕрентнĕ Александра Николаевна Посадская çапла калатчĕ: «Сан ачусене хăв мар, çын ырлатăр», - тетчĕ. Кусем, чăнах та, ыр сăмаха тивĕçлĕ ачасем. Пур çемьере те ачисемпе мăнукĕсем ăслă тата ĕçчен пулнă пулсан мĕн тери лайăх пулĕччĕ пурнăç.

А.ВЕТРОВА

Вăрнар

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика