Çынсене тем тĕрлĕ улталакансем те пур. Çăмăл укçа шыраса ним умĕнче те чарăнса тăмаç-çĕ, никама та шеллемеççĕ.
Полицин «Вурнарский» пайĕнчен пĕлтереççĕ: уголовлă шырав сотрудникĕсем нумаях пулмасть чикан нациллĕ икĕ хĕрарăма тытса чарнă. Ултавлă ĕçсемпе аппаланаканскерсем - Йошкар-Ола хулинчен.
Çак хĕрарăмсем пенсионерсен кил-çурчĕсене кĕрсе çÿренĕ. Хăйсем «Энергосбыт» организацин сотрудникĕсем, энергоснабжени системине тĕрĕслекенсем тесе суйса ĕнентернĕ. Анчах вĕсем нимле специалистсем те мар, тĕллевĕ те пулăшасси мар - аслăрах çулхи çынсене çаратасси.
Пенсионерсем патĕнче «хăнара» чух вĕсенчен пĕри калаçтарса кил хуçин тимлĕхне арпаштарнă, тепри вара хваттерти е çуртри тепĕр пÿлĕмре укçа-тенкĕ, тĕрлĕрен пурлăх - мĕн хаклăраххи пур, çавна вăрттăн йăкăртнă.
Ку киревсĕр тĕслĕхпе «Вурнарский» пайăн следователĕсем уголовлă ĕç пуçарнă ĕнтĕ - Раççей Уголовлă кодексĕн 158-мĕш статйин 2-мĕш пайĕн «а» пункчĕпе. Халĕ мĕнпур следстви мероприятийĕсене ирттереççĕ.
Унччен кунашкал тĕслĕх Çавалкас ялĕнче пулнă, кунта пĕр хĕрарăмăнне 60 пин тенкĕ вăрласа тухнă. Чикан хĕрарăмне вара тытса чарнă, уголовлă ĕç пуçарнă.
Полицин «Вурнарский» пайĕн сотрудникĕсем аса илтереççĕ: палламан çынсене киле кĕртме юрамасть. Янтă тупăшлă пулас текенсем сахал мар - асăрханăр!
И.ПЕТРОВА
Март 2026 |
