Куçарнă сăвăсем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 26.02.2026, 13:38 Просмотров: 14

Хĕллехи ир

(А.С.Пушкин)

Хĕлле те сивĕ: кунĕ чаплă!

Эс тĕлĕрен çаплах ман тусăм -

Çитет, пикеçĕм, вăрансам:

Киленĕç витĕр куçна уçсам

Çурçĕр шурăмпуçне курмашкăн,

Çурçĕр илемпийĕ пек пулмашкăн.

Каç-кÿлĕмпе тăман вĕçтерчĕ,

Çÿл тÿпере сĕмлĕх çÿретчĕ*

Уйăх та шурнă пек пулса,

Пĕлĕтсем витĕр курăнкалатчĕ,

Салхуллă эсĕ те ларса -

Халь тен... Сăна-ха кантăкран:

Кăвак тÿпе айĕпеле

Хитре те чаплă кавирпе

Шур юр выртать, йăлтăртатать,

Сайра вăрман хуралланать,

Пас витĕр чăрăш курăнать,

Пăр айĕпе шыв та юхать.

Тулса пур пÿлĕм ăшă çутăпа

Çунать вут-шанкă хаваспа,

Кăмакара шатăртататчĕ,

Выртма та канлĕ сак çинче.

Пĕлен: тен, хушмалла кÿлмешкĕн

Савраскă, хăмăр лашана/

Ир-кÿлĕм юрпала шуçса,

Савниçĕм, ярăнтарĕччĕ пире

Хĕрÿллĕ, чăтăмсăр лаша.

Пуш уйпала чупаттăмăр,

Сайралса юлнă вăрманпа,

Мана та кăмăл çыранпа.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика