Муркаш тăрăхĕнче - Афган вăрçин музейĕнче

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 26.02.2026, 13:38 Просмотров: 13

Вăрçă, ĕç, Хĕçпăшаллă Вăйсен тата йĕрке хуралĕн органĕсен ветеранĕсен Канашĕн председателĕ Ярослав Никифоров, Афганистанра, Чехословакире службăра тăнă ветерансен Канашĕсен председателĕсем Юрий Васильевпа Владимир Иванов, Совет Союзĕн офицерĕсен канашĕн председателĕ Николай Васильев, ГСВГ ветеранĕсен Канашĕн председателĕ Анатолий Васильев, халăх дружинин командирĕ Елена Голубцова, округри афганец-ветерансем, Кĕçĕн Кипекри шкул ачисем Вăрнар округĕн делегацийĕн йышĕпе Муркаш округĕнчи А.Г. Николаев ячĕллĕ Калайкасси шкулне çитсе курнă.

Кунта Афган вăрçин музейне уçнă. Унăн директорĕ - Николай Зайцев, хăй те Афганистанра службăра тăнă. Вăл вăрнарсене музей пирки тата унта ачасемпе ирттерекен мероприятисем патриотла воспитани парас ĕçре пысăк вырăн йышăннине каланă. Паттăрсем пирки астăвăма упраса хăварни, çитĕнекен ăру Тăван çĕршывпа мăнаçланма пултарни тĕпре пулнине палăртнă Николай Иванович.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика