Дартсменсен ăмăртăвĕнче

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 26.02.2026, 13:39 Просмотров: 10

Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунне халалласа «Рассвет» спортшкулта дартс енĕпе йĕркеленĕ муниципалитетсем хушшинчи «Преодоление» турнир иртрĕ

Спорт ăмăртăвне

чăн-чăн паттăрсем - ятарлă çар операцийĕн ветеранĕсем, çавăн пекех сывлăх енчен хавшакраххисем хутшăнчĕç.

Округ пуçлăхĕ Надежда Никандрова, СВО участникĕсен ассоциацийĕн членĕ, отставкăри подполковник Денис Андреев, дартс енĕпе Раççей пĕрлештернĕ командин аслă тренерĕ Евгений Павлов, «Вурнары Завод СОМ» общество ертÿçин заместителĕ Федор Волков, «Рассвет» спорт шкулĕн директорĕ Владимир Прокопьев тата ытти сумлă хăнасем тухса калаçрĕç, спортсменсене ăнăçу, çирĕп вăй-хал сунчĕç.

Мероприятие хутшăнакансене Калинино шкул-интерначĕн воспитанникĕсем ташă номерĕсемпе савăнтарчĕç.

Палăртмалла, тупăшу хĕрÿ иртрĕ, спорт мероприятине республикăн тĕрлĕ округĕнчи, хулисенчи дартсменсем хутшăнчĕç. Çавăн пекех пирĕн ентешсемпе Хусанти спортсмен та ăмăртрĕ. Вăл турнира хутшăнас тесе пĕр кун маларах çула тухнă, Шупашкарти тăванĕсем патĕнче çĕр каçнă хыççăн мăшăрĕпе Вăрнарти спортшкула ир-ирех çитнĕ. Тăнăç пурнăçшăн ирсĕр нацистсемпе паттăррăн çапăçнă вăл, хытах аманнă. Анчах та, телее, чĕрĕ юлнă. Тутар çамрăкĕн сылтăм ал лаппине татса илнĕ пулин те вăл пуçа усмасть. Мăшăрĕ çирĕплетнĕ тăрăх, спортпа туслашни Рамиле пурнăçра вăй-хăват парать. Чăвашсене те, вырăссене те хăюлăхшăн хисеплет.

Хевтесĕр çынсен хастарлăхĕ тата вĕсем тулли пурнăçпа пурăнма ăнтăлни хисепе тивĕçлĕ. Çынсен майĕсем виçесĕр пулнине инвалидсем хăйсен тĕслĕхĕпе кăтартаççĕ.

Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене пурне те медальсемпе, дипломсемпе наградăларĕç. Кунсăр пуçне «Вурнары Завод СОМ» общество парнисемпе Федор Волков чысларĕ.

Калининăри психикăпа неврологи интернатĕнче сипленекенсем те дартс енĕпе ăсталăх кăтартрĕç.

Сăмах май, спорт мероприятийĕ сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансене, физкультурăна юратакансене пĕр-пĕринпе хутшăнма çулсем уçать. Чăн та, тĕрлĕ халăх пĕр-пĕринпе туслă пурăннине мĕн çиттĕр!

Елена ГРИГОРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика