Чăваш Республикин цифра аталанăвĕн, информаци по-литикин тата массăллă коммуникаци хатĕрĕсен министрĕ Михаил Степанов «Единая Россия» партин «Цифровая Россия» регионти проектне ертсе пыма пуçланă.
- Ку проект эпир республикăра пурнăçлакан ĕçсене малалла тăсать. Цифра сервисĕсене аталантарассипе, ИТ-проектсене пулăшассипе, импорта пăхăнман йышăнусене ĕçе кĕртессипе, кадрсем хатĕрлессипе, хальхи технологисене экономикăпа социаллă сферăна кĕртессипе эпир малалла тата активлăрах тăрăшăпăр, - пĕлтернĕ Михаил Владимирович.
Парти проектне пурнăçлас ĕçе «Цифровая Россия» обществăлла канашăн ертÿçипе Игорь Пугачевпа тата проектăн федераллă кураторĕпе Алексей Ландрьпа тачă çыхăнса йĕркелеме палăртаççĕ. Республикăра пурăнакансен ыйтăвĕсене тивĕçтерекен пуçарусене ĕçе кĕртме ИТ-пĕрлĕхне, влаç органĕсене тата регионăн вĕрентÿ организацийĕсене явăçтарма шутлаççĕ.
«Цифровая Россия» проект Чăваш Республикинче ăнăçлă пурнăçланса пыракан «Даннăйсен экономики тата патшалăхăн цифра трансформацийĕ» наци проекчĕн тĕллевĕсене хушса анлăлатать. Вĕсен шутĕнче: граждансен цифра пĕлÿлĕхне ÿстересси, Интернет сетĕнче киберпреступноçран хÿтĕленмелли хăнăхусене аталантарасси, хăрушсăр цифра хутлăхне йĕркелесси тата ыт. те.
Март 2026 |
