«Родина» ТОС çул-йĕрĕ: хăтлăх тата пуçарусем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 26.02.2026, 13:40 Просмотров: 9

Вăрманкас ял тăрăхĕн администрацийĕнче 2023 çулхи нарăс уйăхĕнче иртнĕ çулталăкри отчетлă пухура Вăрнар округĕн администрацийĕн представителĕ Мăньял Хапăсра Территориллĕ обществăлла хăйтытăмлăх ?ТОС% йĕркелеме сĕнчĕ.

Кунта пурăнакансем пуçарăва ырларĕç, хăвăртах вунă çынран тăракан пуçару ушкăнĕ йĕркеленчĕ. 2023 çулхи март уйăхĕнче пуху иртрĕ, унта çĕнĕ пĕрлешĕвĕн канашне, председательне суйларĕç. Çапла пуçланчĕ «Родина» ТОС ĕçĕ. Ăна ертсе пыма Владислав Владимирович Лукина шанса пачĕç.

Организацин тĕп ĕçĕсем вырăнти тăрăха хăтлăх кĕртессипе - тавралăха тасатса тирпейлессипе, йывăçсем лартассипе тата халăх валли хăтлă кану вырăнĕсем туса хурассипе - çыхăннă. Организаци членĕсем хастар ĕçленине пула 2025 çулта çынсен пурнăç пахалăхне лайăхлатма тĕллев лартнă пысăк пĕлтерĕшлĕ икĕ проекта çул панă.

Пĕри Пĕчĕк урам тăрăх иртекен çул-йĕре юсассипе çыхăннă. Ку проекта «Ниме - халăх бюджечĕ» конкурсăн мероприятийĕсен шутне кĕртнĕ. Пĕлтерĕшлĕ ĕçе кăçал пурнăçлама палăртнă. Çавăн пекех «Хусканура - пурнăç, пĕрлĕхре - вăй» проект Чăваш ен Экономика аталанăвĕн министерствин тата Президент гранчĕсен фончĕн пулăшăвĕсене тивĕçнĕ. Проектăн тĕп тĕллевĕ - ватă çынсене физкультурăна явăçтарасси тата социаллă изоляцие чакарасси.

Çапла вара «Родина» ТОС хăйĕн миссине хастар пурнăçлать. Обществăлла организаци Мăньял Хапăсра пурăнакансен пурнăç условийĕсене лайăхлатма, вĕсен сывлăхне çирĕплетме пулăшать.

Калас пулать, анчахрах Мăньял Хапăсри сывлăх гимнастикин залне официаллă уçрĕç. Михаил Павлов ял çыннисемпе тренировкăсем ирттерме тытăннă ĕнтĕ.

Валерий КРАСИЛЬНИКОВ,

проектăн пресс-секретарĕ

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика