Вĕрентÿ, çураки тата хăрушсăрлăх çинчен...

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 26.02.2026, 13:41 Просмотров: 102

Республикипех иртнĕ Информаци кунĕ пирĕн округра та тĕрлĕ çивĕч ыйтăва хускатрĕ. Хальхинче унта Уйкас Кипек территори пайĕнче пурăнакансем хутшăнма пултарчĕç. Информаци ушкăнне ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Елена Шашкарова тата Вăрнар округĕн пуçлăхĕ Надежда Никандрова ертсе пычĕç.

Экономикăна -

пултаруллă

специалистсем

Республика экономики валли чăннипе кирлĕ, тĕрлĕ сферăра çителĕксĕр специалистсене ытларах хатĕрлемелле. Çак ыйту тĕлпулу вăхăтĕнче тĕп темăсен шутĕнче пулчĕ. Кадрсене хатĕрлессипе республикăра тĕллевлĕ мерăсем йышăнаççĕ, çав шутра вăтам професси пĕлĕвĕн тытăмĕнче те. Ку енĕпе наци проекчĕсем нумай пулăшнине палăртрĕ ĕçлев министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Елена Шашкарова. Акă, чи тухăçлă улшăнусенчен пĕри - «Профессионалитет» федераллă проект ĕçлени. Программăна хутшăнма республикăри 80 ытла предприяти-организаципе килĕшÿ тунă. Ку проектăн 2025 çулхи выпускникĕсенчен 85 проценчĕ хăйсен профессийĕпе партнер-предприятисене ĕçе вырнаçнă.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика