Хĕрачасен ăсталăхне курсан «футбол арçын ачасен юратнă вăййи» тесе кăна калаймăн. Пирĕн тăрăхри пикесем, акă, ку спорт тĕсĕнче самаях пултарулăх кăтартаççĕ.
Мăньял Хапăс хĕрачи Екатерина Леонтьева, сăмахран, Тутарстан Республикин пĕрлештернĕ команди йышĕпе çитĕнÿсем тăвать.
Айкăш хĕрĕ те, 12-ри Ксения Ситникова маттур. Малти Ишек шкулĕнче вĕренекенскер, «Рассвет» спорт шкулĕнче Сергей Зайцев тренер патĕнче ăсталăха туптать. Çавăн пекех вăл Шупашкарти «Инкост» командăра та тăрать.
Нумаях пулмасть Ксения Хусанта 2012-2013 çулсенче çуралнă хĕрачасем хушшинче мини-футбол енĕпе иртнĕ регионсем хушшинчи турнира хутшăннă. Çулĕпе командăри хĕрсенчен çамрăкрах пулин те, вăл çивĕчлĕхпе палăрнă, опытлă командăра хăйне лайăх енчен çеç кăтартнă.
Турнирта Шупашкар команди Хусан, Сыктывкар, Самара, Муром футболисткисемпе тупăшнă. Çĕнтерÿçĕсен йышне лекеймен пулин те, çак вăйăсем спортсменкăн ăсталăхне ÿстерессине пысăк витĕм кÿнĕ.
Маттур, Ксения!
Светлана ЧИКМЯКОВА
Март 2026 |
