Сывлăх - хаклă тупра

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 26.02.2026, 13:43 Просмотров: 101

Вăрнар тĕп больницинче иртнĕ çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ. Ларăва округ пуçлăхĕ Надежда Никандрова та хутшăннă. Вăл Сергей Илюткин тĕп врачпа пĕрле халăха сыватас ĕçе сумлă тÿпе хывакансене тĕрлĕ шайри наградăсемпе чысланă.

Вăрнар тĕп больници пĕтĕмпе 24 пин те 867 çынна пăхса тăрать. Юлашки пилĕк çулта ку кăтарту 5753 çын чакнă. Вăл шутра ĕçлекен ÿсĕмри çынсем - 4124.

Сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче 382 çын тимлет, вăл шутра 57 врач. Çав вăхăтрах Вăрнар больницине пĕтĕмĕшле практика врачĕсем, фтизиатр, кардиолог, оториноларинголог, эпидемиолог, профпатолог, онколог, офтальмолог, фельдшер тата медицина сестрисем çитмеççĕ.

Шел те, ача çураласлăх çулсеренех чакса пырать. Пĕлтĕр пĕтĕмпе 149 ача кун çути курнă. Пилĕк çул каялла - 241.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика