Вăрнара килнĕшĕн ÿкĕнмест

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 26.02.2026, 13:43 Просмотров: 11

2025 çулта Вăрнар район больницинче харăсах икĕ çамрăк хирург ĕçе тытăнчĕç. Вĕсем иккĕшĕ те ют çĕршывсенчен: Анас Сулейман - Судан, Руслан Халеков Туркмен Республикисенчен.

Кĕске вăхăтра хастар специалистсем ĕçтешĕсемпе пациентсем хушшинче ырă ят çĕнсе илсе хисепе тивĕçрĕç. Паян çамрăк хирургсенчен пĕринпе - Анас Сулейманпа вулакансене тĕплĕнрех паллаштаратпăр.

Анас 1996 çулта Африкăри Судан Республикинче нумай ачаллă çемьере çуралнă. Ашшĕпе амăшĕ 5 ывăлпа 2 хĕре кун çути парнеленĕ. Анас - чи кĕçĕнни. Ялта çитĕннĕрен мĕн пĕчĕкренех ĕçре пиçĕхнĕ. Шкулта лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пынă. 11 класс хыççăн экзаменсене ăнăçлă тытнă çамрăк каччă амăшĕн канашĕпе медицина факультетне вĕренме кĕнĕ. Аслă пĕлĕве Раççейре илме аслă пиччĕшĕ сĕннĕ. Нумай шухăшласа тăман Анас, шанăçпа усă курса 2017 çулта Марий Элти патшалăх университетĕнче ăс пухма пуçланă.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Оксана СЕМЕНОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика