Культурăпа спорт пĕр тĕвĕре аталанĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 26.02.2026, 13:43 Просмотров: 11

Иртнĕ эрнере Хурăнсур Çармăс ял çыннисемшĕн чăннипех те савăнма тÿр килчĕ - кунта торжествăлла лару-тăрура Культурăпа сывлăха çирĕплетекен центр уçăлчĕ.

Ялта кану вырăнĕ кирлех - çак шухăша ял хастарĕ Михаил Кузьмин миçе çул чĕринче йăтса çÿрерĕ. «Хорнзор» хуçалăх ку вырăнта малтанах клуб çĕклеме тытăнчĕ, анчах та строительство ĕçĕсем хăшпĕр ăнланусăрлăха пула чарăнса ларчĕç. Ăна пуçаруллă бюджет программипе вĕçне çитерме май килнĕ. Хальхи хитре те анлă çурта кĕрсенех пуçра тÿрех мĕлтлетрĕ - енчен те Михаил Григорьевич çине тăман пулсан, çакнашкал савăнăçа ял çыннисем те туймĕччĕç...

Чăнах та ĕнтĕ, клуб вăл - халăха пĕтĕçтерекен вырăн. Пухусем, концертсем ирттерме кăна мар, чи малтанах - çамрăксене аталанма. Паян культура ĕçченĕсем мĕн чухлĕ мероприяти йĕркелемеççĕ пулĕ/!

Хурăнсур-çармăссене чăннипех те ăнăçнă. Кунта пĕр тăрă айĕнче анлă спорт залĕ тата пысăк актовăй зал вырнаçнă. Фойене кĕрсенех куç умне паттăр салтак сăнĕ тухать. Вăл - Раççей Геройĕ Федор Кузьмин. Çĕнĕ центр шăпах ун ячĕллĕ.

Ахальтен мар. Милицин кĕçĕн лейтенанчĕн, спецзадани вăхăтĕнче паттăрла пуçне хунă çамрăкăн ашшĕ Василий Григорьевич Кузьмин шăпах ку ялта çуралнă.

Пермьри кадет училищи те Федор Кузьмин ячĕпе хисепленет. Центра уçнă кун пухăннисем ку çар вĕренÿ учрежденийĕ пирки кĕске фильм пăхма пултарчĕç.

Хурăнсур-çармăссемпе çак кун савăнăçлă пулăма пайлакансем чылаййăн пулчĕç: влаç представителĕсем, депутатсем, çыравçăсем, хуçалăхсен, предприятисен ертÿçисем... Сцена çинчен саламланă май, округ пуçлăхĕн заместителĕ Алексей Фирсов, «Офицеры России» организаци ертÿçи Станислав Афанасьев, «Янгорчино» тата «Хорнзор» хуçалăхсен ертÿлĕхĕ Геннадий Романов, Федор Кузьмин, Михаил Максимов çĕнĕ объект халăха пĕтĕçтерекен вырăн пулнине каларĕç.

- Центр нихăçан та пушă ан тăтăр. Пур ÿсĕмри çын та кунта хăйне валли чун киленĕçĕ туптăр, - терĕç вĕсем.

Çак кун çĕнĕ центрта юрă-кĕвĕ вăрахчен янăрарĕ. Паллă пулăмпа хурăнсур-çармăссемпе ун хăнисене шкулсенчи кадет класĕсем, Йĕпреç тата Канаш округĕсенчен килсе çитнĕ артистсем, Вăрнарти культура çурчĕ çумĕнчи «САЛАМ» ансамбль саламларĕç.

Спортзалта хĕрсе волейбол вăййи пычĕ. Калас пулать, çывăх вăхăтра кунта спортăн ку тĕсĕпе пысăк ăмăрту ирттерме хатĕрленеççĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика