Пĕрлĕх вăйĕ пĕлтерĕшлĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 26.02.2026, 13:44 Просмотров: 11

Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ умĕн Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Совет Союзĕн Геройĕ А.В.Кочетов ячĕллĕ федерацин Атăлçи округĕнчи Чăваш кадет корпусĕн курсанчĕсемпе тĕл пулнă. Олег Алексеевич Раççейри «Пĕлÿ» обществăпа паллаштарнă май вĕренекенсемпе «Пĕрлĕх вăйĕ: Раççей историйĕ тата пуласлăхĕ» темăпа лекци ирттернĕ.

Олег Николаев Раççейре пурăнакан халăхсен пĕрлĕхĕн теми çинче тĕплĕн чарăнса тăнă. Çавăн пекех курсантсене ăрусен тăсăмĕн хакĕ тата хальхи хăрушлăхсем умĕнче обществăна пĕрлештернин пĕлтерĕшĕ пирки каласа кăтартнă. Сăмах май, кадет корпусĕнче халĕ Чăваш енрен тата Раççейĕн ытти регионĕсенчен 332 çамрăк вĕренет. 2025 çул пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, выпускниксен 64 проценчĕ Раççейри çар аслă шкулĕсенче тата профильлĕ учрежденисенче пĕлĕвне малалла тăсаççĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика