Карл Маркс урамĕпе утакансемшĕн чĕр тамăк пуçланчĕ. Унччен те ырах марччĕ вăл утма çулпа çÿреме, ку хĕл юр çуса тултарнипе пушшех те. Юр çинчен мар-ха сăмах-юмахĕ. Харпăр хăй хуçалăхĕсенче ÿсекен чие йывăççисем, сирень тĕммисем утакансене питех те чăрмантараççĕ. Пуçа пĕксе, куçа-пуçа шăтарасран асăрханса кăна утатпăр. Çулла ÿссе, сарăлса кайсан та питĕ кансĕр. Çав йывăç-тĕммисене камăн тирпейлемелле-ши/ Харпăр хăй хуçисен е утма çула пăхса тăракансен/ Нумай çынна кăсăклантаракан çак ыйту çине хуравне те хаçат урлă пĕлес килет. Çитес вăхăтра çул çине усăнакан туратсене касса тирпейлесен тем пекех тав пулĕччĕ.
Нумай çын ыйтнипе -
поселокра пурăнакан П.Иванова
Март 2026 |
