Хĕвел тухнă-тухманах илтĕм эпĕ çунашка, уттартăм çăлкуç еннелле. Ман умра такăр çул сарăлса выртать, юр уçакан тракторĕ тимлесех ĕçлет. Масар енчен çăханĕ кранклатса вĕçет. Çитес çулăм инçех мар, пĕр 2 çухрăм çеç. Мана хирĕç çунашкапа пĕр çын хăпарать, умĕнче вара виçĕ йытă чупать, хуçине хураллать. Тĕл пулсан, паллашсан утма çулпа анаталла пĕрле утрăмăр. Йытăсем те хыçалтан юлмарĕç. «Эсир телохранительсемпе», - шÿтлетĕп эпĕ. «Ку чĕрчунсем ман мар, килсĕрскерсем, урам тăрăх чупакансем. Эпĕ вĕсене хĕрхенсе апат пĕçерсе çитеретĕп. Çавăнпа мана сыхлаççĕ вĕсем», - хуравлать çын.
Шăкăл-шăкăл калаçса çитрĕмĕр çăлкуç тĕлне. Лартрĕ пĕлĕш савăтне шыв юхнă çĕре. Йыттисем ун умне салтаксем пек пырса тăчĕç, куçран тинкереççĕ, мĕн каласса кĕтеççĕ.
Шыв юхнăçемĕн тăсать калаçăвне: «Эп çакăнта килсен пÿрте кĕрсе турăшсем умĕнче кĕлĕ вулатăп, чуна кантаратăп. Пĕр 10 кун маларах килнĕччĕ, çук турăшсем».
Мана пĕрле кĕме сĕнет. Уçатăп алăка - эй, Турă, «ураланнă» турăшсем, çап-çара пĕренесем. Пуçне усса, хуйхăрса çитнĕ ырă çын чиркĕве, пĕлтернĕ хăйĕн нушине. «Пĕлетпĕр эпир ун çинчен», - хуравланă унтисем. - Турра хытă пуç çапсан тата хамăр тăрăшсан таврăнĕç-ха турăшсем хăйсен вырăнне. Тур пулăштăр вĕсене - «кукăр алăсене».
Çĕньял Хапăс каччине, Порт-Коломна хуçине тата унăн çемйине пулăшса пырсам, Турă. Тав тăвать Вăрнар тата таврари ял çынни. Юлас марччĕ ыттисен те. Вăт камран тĕслĕх илес çав вăрă-хурахсен, чăваш ятне çĕртекенсен. Килсе хурăр турăша каялла, ирсĕрсем!
Анюкка аппа
Вăрнар
Март 2026 |
