Юлашки вăхăтра БПЛА-сем тĕрлĕ хуласем çине çине-
çинех тапăнаççĕ. Вулакансене хăрушсăрлăх мерисемпе паллаштаратпăр.
Пилотсăр хатĕрсен, авиаци е
ракета тапăнăвĕн хăрушлăхĕ тухсан мĕн тумалла/
Енчен те эсир çуртра:
Гражданла оборонăн хÿтĕлев сооруженине, подвала е çуртăн çĕр айĕнчи паркингне анăр.
Кунашкал хÿтĕлев сооруженийĕсем çук-тăк:
Çуртрах юлăр, чÿречесенчен аяккарах пулма тăрăшăр.
Тĕп стенасемлĕ е чÿречесемсĕр пÿлĕме ?хваттерте - ваннăй пÿлĕмĕ% кĕрĕр.
Тĕп стена çумĕнче урайне пĕшкĕнсе ларăр.
Енчен те эсир урамра:
Лăпкăлăха ан çухатăр.
Тавралла лайăх сăнăр та шанчăклă вырăн шырăр: çурт подъезчĕ, çĕр айĕнчи каçă е паркинг.
Уçă вырăнта вăрах ан тăрăр, хăвăртрах çывăхри хÿтлĕхре пытанăр.
Юнашар шанчăклă хÿтлĕх çук-тăк, хÿтĕленме çĕр çинчи шăтăк-лакăмсене е бетон конструкцисене усă курăр.
Хÿтлĕх вырăнĕнче тапăну чарăниччен е хăрушлăх иртсе кайни çинчен сигнал париччен пулмалла.
Кунашкал сигнал пулсан та пытаннă вырăнтан тÿрех тухма ан васкăр.
Утнă чух ура айне тимлĕ пăхăр.
Сирпĕнмен çар хатĕрĕсене, хăрушă ытти япаласене тĕкĕнме, вĕсем çине пусма юрамасть.
Март 2026 |
