Тирпей-илем, кадрсем, сĕт хакĕ пирки...

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.03.2026, 14:01 Просмотров: 10

Вăрнар округĕн администрацийĕнче республикăри АПК ветеранĕсен союзĕн вырăнти канашĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ

Пĕлтерĕшлĕ мероприятире кирлĕ темăсене çутатрĕç, çивĕч ыйтусене сÿтсе яврĕç. Лару ĕçне Чăваш енри АПК ветеранĕсен пĕрлешĕвĕн председателĕ Александр Самылкин, организацин Вăрнарти председателĕ Иван Федоров, округ пуçлăхĕн заместителĕ Светлана Шашкарова, ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Игорь Егоров хутшăнчĕç.

Канашăн пĕлтĕрхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕç. Аслă ăрурисем маттурах. Ветерансен канашĕнче 24 член шутланать. Тивĕçлĕ канура пулсан та хастарлăха чакармаççĕ. Ветерансем пĕлтĕр тĕрлĕ мероприятисене хутшăннă. Чăваш автономине йĕркеленĕренпе 105 çул, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 80 çул çитнине халалланă мероприятисене тишкерчĕç. Мирлĕ пурнăçшăн паттăррăн пуç хунисене халалласа лартнă палăксем, мемориалсем, вĕсен çумĕнчи территорисем тавралла яланах тирпей-илем пулмаллине асилтерчĕç.

Кăçал пурнăçламалли ĕç планне те палăртрĕç. Акă, тĕслĕхрен, утă уйăхĕн 28-мĕшĕнче пирĕн сумлă ентеш Илья Павлович Прокопьев çуралнăранпа 100 çул çитет. Вăл Мачамăш ялĕнчен тухнă паллă патшалăх деятелĕ. Чăваш ен аталанăвĕшĕн, республикăра пурăнакансен ырлăхĕшĕн нумай тăрăшнă. Пурнăçран уйрăлса кайнă пулин те, унăн ырă ячĕ асрах. Александр Самылкин Илья Прокопьевăн пархатарлă кун-çулне халалланă мероприятисене тивĕçлĕн ирттерме сĕнчĕ.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Елена ПОРФИРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика