Пĕлетпĕр, пĕлтĕрхи июнь вĕçĕнче «Государственное и муниципальное управление. Время СВО-их» программа старт илчĕ. Ку проект ăнăçлă ертÿçĕсем тата управленецсем пулма ăнтă-лакан СВО ветеранĕсене професси пĕлĕвне ÿстерме, çĕнĕлĕхсене вĕренме пулăшать.
Программăна хутшăнакансем паянхи ертÿçĕсене кирлĕ тĕп компетенцисене алла илеççĕ: стратегиллĕ плансем хатĕрлессин мелĕсене, менеджмент вăрттăнлăхĕсене, финанс ăслăлăхĕн тĕп шухăшĕсене, лидер пахалăхĕсене тата ыттине. Вĕренÿ кăна мар, практика хăнăхăвĕсене илесси те тĕп вырăнта. Участниксем пухнă пĕлĕве стажировка вăхăтĕнче усă курса хăйсене тĕрĕслеççĕ. Программăна хутшăнакансен кашнин хăйĕн наставникĕ - управлени тытăмĕнче тимлекен опытлă ертÿçĕсем. Шăпах вĕсем пулăшса пынипе ĕнтĕ ĕнерхи салтак-офицерсене командăпа ĕçлеме, тĕрĕс йышăнусем тума хăнăхма çăмăлрах.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Март 2026 |
