Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисене халалласа округра мăнаçлăхпа, çав вăхăтрах хурланупа та тулли мероприятисем иртрĕç. Вĕсем - паянхи паттăрсен, ятар-лă çар операцийĕнче çĕршыв пуласлăхĕшĕн, тăнăç пурнăçшăн кĕрешнисен ячĕпе. Çар задачисене пурнăçласа пуçĕсене хунă салтаксен сумлă наградисене çемйисене парассипе ЗАГС пайĕнче торжествăлла церемонисем йĕркелерĕç.
Тивĕç, чыс, Тăван çĕршыв... - çак сăмахсем вĕсемшĕн ахаль пулман. Çавăнпа та ку наградăсем - вĕсен паттăрла ĕçĕсен, хăюлăхĕн, присягăна тÿрĕ пулнин палли. Вĕсен ячĕсем патшалăх шайĕнче паттăрсен йышне çырăнчĕç. Раççей Президенчĕн Указĕпе пирĕн ентешсене çапăçу хирĕнче палăрнăшăн орден-медальпе чыслама çирĕплетнĕ.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Ирина ЯКОВЛЕВА
Март 2026 |
