Ачасене тăван чĕлхене юратма, ăна хисеплеме вĕрентес, тăван кĕтес çинчен пĕлĕве аталантарас тĕллевпе пирĕн ушкăн «Чăваш чĕлхи – анне чĕлхи» республика проектне нумай çул хутшăнать.
Эпир ача сачĕ шайĕнче хушу кăлартăмăр тата малаллахи ĕçсене йĕркелерĕмĕр. Унта кĕçĕн çулсенченех пуçласа ачасемпе ушкăнра чăвашла калаçмалла тесе палăртрăмăр. Икĕ воспитатель чăвашла вĕрентес енĕпе уйрăм курссенче те пĕлĕве тарăнлатрĕç.
Шкул çулне çитмен ачасем чĕлхе тытăмĕсене пуринчен те лайăхрах та тимлĕрех ăса хываççĕ, çавăнпа та вĕрентĕве çак ÿсĕмренех пуçламалла. Чи малтанах эпир программа хатĕрлерĕмĕр. Ăна çырнă чух С.Г. Михайловăн «Учимся говорить по-чувашски» тата «Ачасене шкулччен вĕрентмелли тĕслĕх программа» пособисемпе усă курнă.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Наталья МЕЛЬДЕНЕВА,
Çĕньял Хапăсри «Ивушка» ача сачĕ
Март 2026 |
