Кадрсем пĕтĕм ыйтăва татса параççĕ тесе ахальтен каламаççĕ. Вĕсем яваплăха туйса вăй хунине пула предприяти-организаци аталану çулĕпе пырать. «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» агрохолдинг маттур ĕçченсемпе мăнаçланма пултарать.
Этемлĕхĕн черченкĕ çуррийĕ те тăрăшулăхпа, сатурлăхпа палăрать. Предприяти пикисем ĕçре те ырă ятра, спорт ăмăртăвĕсене те хастар хутшăнаççĕ.
Сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем - Елена Ильина секретарь, Марина Фадеевăпа Татьяна Иванова диспетчерсем тата çурмафабрикатсен цехĕн фасовщици Татьяна Змеева Пĕтĕм Раççейри физкультурăпа спорт комплексĕн ГТО нормисене пама хутшăннă. Вĕсене ăнăçлă пурнăçласа тăваттăшĕ те ылтăн палла тивĕçнĕ.
Округ администрацийĕн культура, национальноçсен ĕçĕсен, физкультурăпа спорт пайĕн пуçлăхĕн заместителĕ Сергей Политов агрохолдингăн маттур пикисене наградăсемпе савăнăçлă лару-тăрура чысланă, спортпа туслă пулни организма пиçĕхтернине, тăрăшса ĕçлеме хавхалантарнине çирĕплетнĕ. Сергей Иванович этемлĕхĕн черченкĕ çуррине çывхарса килекен уяв ячĕпе - Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕпе саламласа çирĕп сывлăх, ăнăçу, ĕçре çитĕнÿ, çемьере юратупа килĕшÿ, ырлăхпа телей суннă.
Елена ТОЛСТОВА
Март 2026 |
