Çăлтăрлă спортсменсен хавхалантарăвĕпе

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.03.2026, 14:08 Просмотров: 11

Шăматкун Вăрнарти «Химик» стадионта иртнĕ «Вăрнар классики» ăмăрту нумайлăха асра юлĕ. Масштабĕпе вăл регион, Раç-çей шайĕнчи спорт мероприятийĕпе тан пулчĕ. Ку çеç те мар, йĕлтĕрçĕсене çак кун çăлтăрлă спортсменсем - спортăн чĕрĕ леген-ди, 1988 çулта йĕлтĕрпе чупассипе Олимп медальне çĕнсе илнĕ Михаил Талгатович Девятьяров тата унăн Тĕн-че кубокĕн этапĕсене парăнтарнă ывă-лĕ Михаил, çавăн пекех Раççейĕн паллă биатлонисчĕсем Татьянăпа Вячеслав Акимовсем саламларĕç.

«Вăрнар классики» йĕлтĕр тусĕсене виççĕмĕш хут пуçтарчĕ ĕнтĕ. Ăна «Звездопад» организацин генеральнăй директорĕ Владимир Яковлев хăйĕн пиччĕшне, пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă пограничник службин капитанне Александр Сергеевич Яковлева халаллать. Кăçал ăмăрту «Единая Россия» партин «Сывă пуласлăх» проекчĕпе çыхăнчĕ.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика