Асăрхав тата профилактика ĕç-хĕлĕн уйрăмĕнчен хыпарлаççĕ: пушарсем тĕлĕшпе лару-тăру кăткăсланни пăшăрхантарать. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, республикăра инкексен шучĕпе курăмлă ÿсĕм палăрать.
Пирĕн округра та кăçал çăлавçăсем ултă хутчен вут-çулăма кĕрешме хутшăннă. Ку кăтарту иртнĕ çулхипе пĕр шайрах. Анчах çулăм кÿнĕ сиенĕ вара чылай пысăкрах-мĕн: çынсем шар курнипе те, пурлăх çухатăвĕсем тĕлĕшпе те. Чи хăрушши, паллах, пушарта çынсем вилни. Кăçал ун пек синкерлĕ тĕслĕхсем иккĕ пулнă та ĕнтĕ. Вĕсенчен пĕри - иртнĕ кĕçнерникун Калининăра.
Пушар хуралĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, ку инкек салари пĕр уйрăм хуçалăхра кăнтăрла иртсен тухнă. Çулăм çурт çумĕнчи пристройран ?верандăран% сарăлни паллă. Сăлтавĕ пирки специалистсем тĕрлĕ версисене пăхаççĕ, тĕрĕслевсем ирттереççĕ - вĕсен кăтартăвĕсем хыççăн пĕтĕмпех уçăмлă пулĕ.
Хуçалăхра çурт тăрри çуннă, веранди сиенленнĕ. Анчах чи хăрушши вара - çунакан çуртран кил хуçи хĕрарăмĕ тухайманни. Унăн сĕрĕм-тĕтĕмпе наркăмăшланнăран пурнăçĕ татăлнă.
Пирĕн хăрушсăрлăх хамăр яваплă, сыхă пулнинчен килет. Çакна ан манăр, асăрханулăх правилисене пăхăнăр - хăвăра та, çывăх çынсене те япăххинчен упрăр!
Хамăр инф.
Март 2026 |
