Çанталăк хăрушлăх кăларать...

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.03.2026, 09:05 Просмотров: 12

Асăрханăр: тумла пăрĕсем

Çуркуннехи çанталăк улшăнуллă. Пĕрре ирĕлтерет, тепре шăнтать... Çурт тăррисенчен юр ирĕлсе пăрлак, тумла пăрĕсем пулас, вĕсем ÿкес хăрушлăх пысăк. Сывлăха сиенлесрен, йывăр аманасран питĕ сыхланмалла:

Çуртсен карнизĕсем, балконĕсем тата шыв юхса анакан вырăнсем çывăхĕнче асăрханса иртмелле. Ачасене ку вырăнсенче çÿреме-выляма юраманнине ăнлантармалла.

Крыльца çинче те вăрах тытăнса тăмалла мар, хăвăртрах хăрушсăр çĕре куçмалла.

Çурта кĕнĕ чух тăрринчен анакан юр, пăрлак е тумла пăрĕсем çуккине тĕрĕслĕр.

Утма çулăн участокне картланă-тăк, ахăртнех, çурт тăррине тасатаççĕ - кунтан аякран иртĕр.

Тротуарпа пынă чух çÿлтен сасă илтĕнсен, хăвăртрах стена çумне çыпçăнмалла - козырекĕ хÿтлĕх вырăнне пулĕ.

Тĕплĕнрех – хаçатра.

И.ПЕТРОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика