Хуçалăхра кирлĕ сĕнÿсем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.03.2026, 09:06 Просмотров: 13

1. Уксуса унитаз бачокне ярсан вăл ăна тасамарлăхран, бактерисенчен, кăмпăсран тасатать.

2. Уксуспа савăт-сапа çумалли шĕвеке пĕр пек шайпа хутăштарни ваннăйри мĕнпур таса мар пăнчăсене тасатма пулăшĕ.

3. Пĕр стакан çине янă виçĕ чей пакечĕпе чÿречесене çап-çутă тасатма пулать. Шыва уксус яни те пулăшать.

4. Шыв пăнчине тата савăт-сапа çине ларнă извеçе лимонпа тата содăпа тасатма пулать.

5. Унитаз ершикне тасалăхра тытас тесен, савăчĕ çине çур сехетлĕх Доместос йышши шĕвек ярса лартмалла.

6. Пушмак ăшне хаçат чиксен тар шăршине тата нÿрĕклĕхе пĕтерет.

7. Хлебницăна çурмалла каснă панулми хурсан çăкăра час кăвакарма памасть.

8. Мясорубкăри авăртнă аш йăлтах тухса пĕттĕр тесен юлашкинчен пăр катăкĕ çавăрттармалла.

9. Çатма çинче çу ан сиктĕр тесен чĕптĕм тăвар сапмалла.

10. Шăрăхра чÿрече çине хаçат çыпăçтарни хĕвелтен пулăшĕ.

11. Пĕçернĕ çĕрулми шывĕ чечексене тата пахчари ÿсентăрансене апатлантарма аван.

12. Банан хуппипе сăран пушмака тата йывăçран тунă сĕтел-пукана якатма пулать.

13. Кĕмĕл эрешсене 30 минутлăх сĕтре тытсан вĕсем çĕнĕрен ялтăртатма тытăнĕç.

14. Сухал хырмалли кăпăк тумтир çинчи çуллă вырăнсене çумасăрах тасатать.

15. Тĕкĕре хăяр хуппипе сăтăрсан вăл тарламĕ.

16. Рис телефона çăлать - гаджет йĕпенчĕ-тĕк, ăна çĕркаçа рис банкине хумалла, рис пĕтĕм нÿрĕке туртса илĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика