«Пабло» хĕрлĕ кăшман сорчĕ çулталăк тăршшĕпе упранать.
Ку сорт гибрид шутланать, вăтам çитĕнет, 80-100 кунран пулать. Тухăçĕ пысăк.
Ака уйăхĕн вĕçĕнче, çу уйăхĕн пуçламăшĕнче, сывлăш температури 6 градус ăшăран сахал мар пулсан кăшмана акма юрать. Хĕвеллĕ вырăна варăнтарсан кăшман пылакрах ÿсет. Тăмлă вырăнта çимĕçĕ яка пулмасть.
Хурт-кăпшанкăран сыхланас тĕллевпе кĕл шывĕ сапмалла. «Пабло» кăшманăн çулçи пĕчĕк çеç çавракаран ?розетка% ÿсет.
Асăннă пахчаçимĕçе кишĕрпе, купăстапа, фасольпе, куккуруспа, шпинатпа юнашар лартмалла мар. Сухан, помидор, çĕрулми, салат, хăяр, йÿç кăшман, редис, ыхра ÿснĕ вырăнта хĕрлĕ кăшман аван çитĕнет.
Март 2026 |
