Ан пăсăлтăр тесе эпир пур çимĕçе те
холодильнике хуратпăр. Анчах пур пахчаçимĕçпе улма-çырлана та сивĕ çĕре хума юрамасть иккен.
Мĕн хума юрамасть/
Помидор - сивĕ томатăн тутине тата шăршине пĕтерет, ăшчикне çемçетсе ярать.
Банан - хуппи хăвăрт хуралать тата пиçсе çитессине чакарать.
Баклажан - сивве пула шывлакланать, хĕртме тытăнать.
Сухан - сивĕре чĕрĕлет, кăмпăсланать тата хăвăртрах пăсăлать.
Авокадо - тутине пĕтерет, шалтан хуралать.
Холодильнике
хумалла:
Лимон - сĕтеклĕхне ытларах упрать, час типмест.
Хăяр - кăчăрлăхне, чĕрĕлĕхне ытларах упрать.
Панулми - сивĕ «ватăлассине» вăрахлатать.
Çĕр çырли - ăшăра хăвăрт кăмпăсланать, холодильникре ытларах «пурăнать».
Брокколи - хăвăрт шанмасть.
Манго - пиçсе çитни те вăрах вăхăт упранать, çемçелмест.
Пăрăç - кăчăрлăхĕ тата сĕткенлĕхĕ нумайлăха упранать.
Кишĕр - час шанмасть.
Март 2026 |
