Пулă усăллă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.03.2026, 09:26 Просмотров: 16

Иртнĕ çул Раççейре каллех пулă сахал çинĕ. Вăтамран кашни çын çак продукцие апатра 24 килограма яхăн усă курнă.

Ку вăл 2024 çулхинчен 2,4 процент сахалрах. Патшалăх программисенче çирĕплетнĕ тăрăх, тĕллев çапларах - кашни çын пуçне пулă çиессине çулталăкра 28 килограма çитересси.

Пулă усăллă продукт, витаминсемпе минералсемпе пуян. Тухтăрсем çирĕплетнĕ тăрăх, пулă пирĕн апат рационĕнче эрнере икĕ хутчен кая мар пулмалла. Кальципе фосфор виçи çак продукцире курагапа иçĕмрипе танлаштарсан 40 процент ытларах. Пулăра Омега-3 текен çу кислоти те пур. Çавна май çак продукта çини чĕрепе юн çаврăнăшĕн ĕçне, холестерин шайне йĕркелесе тăма пулăшать. Организм Омега-3 кирлĕ чухлĕ илсе тăрсан инфаркт çапасси темиçе хут чакать, теççĕ. Кам пулă çиме юратать, ăна депресси хăратмасть иккен. Пулла организм лайăх йышăнать, çавăнпа та вăл çăмăл апатсен шутне кĕрет.

Паллах ĕнтĕ, пирĕн республикăра пулă çитĕнтерекен, ăна тĕтĕмлекен, тĕрлĕ консервăсем хатĕрлекен организацисем пур. Лавккасенчи сентресем пулăпа тата унран хатĕрленĕ продукципе пуян. Тавар хакĕ йÿнех мар, çапах та сывлăха çирĕплетес текенсем рациона пулă кĕртме тăрăшаççĕ.

Пĕрисем юханшыв пуллине, теприсем тинĕсрине хаклаççĕ. Хăшпĕр хастарсем пулла туянма мар, хăйсем тытма юратаççĕ. Капла укçа-тенкĕ те перекетленет ĕнтĕ. Акă, пирĕн хаçат тусĕсем темиçен те пĕвере-кÿлĕре тытнине кăна çиме кăмăлланине пĕлтерчĕç. Пулла çÿреме юратнине кура вĕсене хăнана та хапăлласа чĕнеççĕ иккен.

Елена ТОЛСТОВА

РЕДАКЦИРЕН. Хаклă вулаканăмăрсем, эсир пулла час-часах çÿретĕр-и/ Тен, пĕр-пĕр кăсăклă самант та пулнă. Вăлтана чи малтан мĕнле пулă çаклатнине астăватăр-и/ Çырса пĕлтерĕр. Сирĕнтен çырусене хапăлласах кĕтетпĕр.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика